Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1941. — 214 с.
Чӑваш халӑхӗн иксӗлми пуянлӑхӗ—фольклор— ытти халӑхсенни пекех ҫавтери вӑйлӑ пулсан та, пирён ку таранччен ӑна пӗтӗмӗшпе пӗтӗҫтерсе уйрӑм кӗнеке туса кӑларни пулман. Тӗрлӗрен хаҫат-журналсенче кӑна уйрӑм юмах-халлапсемпе сӑвӑ-юрӑсем пичетленкеленӗ. Анчах ҫав пичетленнӗ материала та ку таранччен никам та кирлӗ таран пӗтӗҫтерсе паман, наука кӑтартнӑ пек тӗпчесе тухса хакламан.
Ҫак енчен илсен, И. С. Тукташ хатӗрленӗ сборник пӗрремӗш опыт пулса тӑрать. Ҫавӑн пирки кӗнекере, уйрӑмӑнах илсен, унӑн умстатьинче хӑшпӗр ҫитменлӗхсемпе тӗппипех пиҫсе ҫитмен формулировкӑсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ку кӗнеке вӑтам шкулсемпе аслӑ шкулсенче вӗренекенсемшӗн, преподавательсемшӗн, писатель-семпе поэтсемшӗн, тӑван халӑхӑн искусствипе интересленекенсемшӗн усӑллӑ пулассӑн туйӑнать. Халӑх творчествипе интересленекен кашни ҫынах ҫак кӗнекепе паллашӗ тесе ӗмӗтленес килет.
Чӑваш фольклорӗпе унӑн историйӗ ҫинчен (умсӑмах).
Аслӑ ҫынсем фольклор ҫинчен.
Октябрьчченхи фольклор.
Октябрь хыҫҫӑнхи фольклор.
Чӑваш фольклоре ҫинчен ҫырнӑ паллӑрах литература.